Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗсенчен тӗслӗх илесчӗ (А. Вишневский)

Юлашки ҫулсенче чӑвашла хаҫат-журнала ҫырӑнса илекен сахаллансах пырать. Ытларахӑшӗ манӑн телевизор пур, хаҫатсӑр та пурӑнма пултаратӑп теме пӑхать, алла хӑҫан хаҫат тытнине те пӗлмест. Еҫ шыраса тӗнче касакан (чӑваша тӑван чӗлхепе тухакан хаҫат кирлех мар пулас. Ӑҫта кӑна кайса ӗҫлемеҫҫӗ укҫа тупас тесе: Мускава, Ҫӗпӗре, Ҫурҫӗре, Тутарстана. Тӑван Чӑваш Енрех, ҫуралнӑ ялтах ӗҫлесе
пурӑнасчӗ те — ӗҫ вырӑнӗ ҫукки пӗтерет. Ҫавна пулах ялсем ватӑлаҫҫӗ, пушанаҫҫӗ.
Тӑван чӗлхене упрас, атапантарас тетпӗр. Усӑсӑр калаҫни мар-ши? Шупашкар Чӑваш Республикин тӗп хули пулсан кунтӑ чӑвашлӑх упранмалла пек. Чӑваш Республикин — икӗ патшалӑх чӗлхи: вырӑс тата чӑваш чӗлхисем. Саккунпа иккӗшӗнпе те пӗр пек усӑ курмалла. Анчах ытларах вырӑс чӗлхи хуҫаланать. Ют чӗлхесем те хуҫа. Кӗҫех Шупашкар Нью-Чебоксар е Шупашкар-Сити те пулӗ. Лавккасен ячӗсене ӑнланма май ҫук. "Мега Молл" мӗне пӗлтерекен сӑмах-ши? Тӗслӗхрен, эпӗ пӗлместӗп. Ҫӗнӗ чӑвашсем ӑнланаҫҫӗ пулӗ-ха. Ыттисемшӗн...
Ирсерен радиопа ҫакна илтетпӗр: "Халӗ Шупашкарта пурӑнакансем валли "Столичный курьер". Пирӗн хулара вырӑссем кӑна пурӑнаҫҫӗ иккен, вырӑсла калаҫу пуҫланать - "Столичный курьер" чӑвашсем валли мар. Эпӗ вырӑссене ытларах хисепе хунипе кӑмӑлсӑр мар, чӑваш чӗлхине, чӑваша хисеплеменнипе кӑмӑлсӑр Патшалӑх чӗлхисем иккӗ пулсан мӗншӗн-ха "Столичный курьера" вырӑсла-чӑвашла парас мар? "Заветный час" телекӑларӑма та, "Чебоксарские новости" хаҫата та чӑвашлӑх сӗмӗ кӗртмеллех.
Ҫӗртме уйӑхӗнче тутарсен теп хулинче Хусанта пултӑм. Хула ҫӗнелнӗ. Унан урамӗсемпе утса иртетӗн те тӗлӗнетӗн — ытларах тӑван чӗлхепе, тутарла, калаҫнине илтетӗн. Ку ҫеҫ-и? Мана урӑххи тӗлӗнтерчӗ: лавккасенче сутмалли таварсен хакӗсене ярлӑксем ҫине вырӑсла-тутарла ҫырнӑ. Хула паркӗнче кӗвӗ янӑрать. Юрӑсене ылмашӑнтарса вырӑсла-тутарла юрлаҫҫӗ. Ӑмсантӑм. Тутарсем мӗн авалтан тӑван чӗлхене упрама пӗлнӗ. Тен, пирӗн, чӑвашсен, тутарсенчен вӗренмелле?
Ҫуллахи вӑхӑтра ытларах тӑван ялта — Вӑрмар районӗнчи Энтриялӗнче пурӑнатӑп, ҫавӑнпа ялти лару-тӑру маншӑн уйрӑмах ҫывӑх. Шухӑша путатӑп: чӑваш ялӗсен пуласлӑхӗ пур-ши? Ҫамрӑксем яла юлмаҫҫӗ. Ялта ӗҫ ҫук. Хальлӗхе ял пенсионерсемпе тытӑнса тӑрать. Ялта ҫамрӑк ҫемье сахалрах. Каникулсенче хуларан асламӑшӗсем патне мӑнукӗсем килеҫҫӗ. Юрать, асламӑшӗ-кукамӑшӗ вырӑсла лайӑхах пӗлмест, мӑнукӗсемпе чӑвашла калаҫма тӑрӑшать. Ҫапах та усси сахалрах пулӗ. Ял урамӗпе иртнӗ чухне 10-12 ҫулсенчи ачасен тавлашӑвне илтме тӳр килчӗ. Пӗр арҫын ачи теприне калать: "Ҫӗр улми — это яблоко, а картофель — пан улми", — тет. Юнашар тӑракан хӗрача чӑтаймарӗ: "Эх! ты!" — тесе хӑтӑрчӗ. Лешӗ: "Я ведь в городе живу", — тесе хӑйне хӳтӗлерӗ.
Кунта нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук. Чӑваш чӗлхине ялсенче те пулин сыхласа хӑварас тесен ял хуҫалӑхне ура ҫине тӑратмалла, ял ҫынни валли ялтах ӗҫ вырӑнӗ туса памалла. Ялтах ӗҫлесе укҫа туччӑр, пурӑнччӑр, ҫемйисене аталантарччӑр. Ҫамрӑксем ӗҫ шыраса тӗнче касса ан ҫӳреччӗр, ялтах тӗпленччӗр. Ҫемье ҫавӑрсан ӑна тӑрантараймасран ан хӑраччӑр, хусаххӑн ан ӗмӗрлеччӗр. Ҫавӑн чухне кӑна чӑваш чӗлхи упранса юлӗ. Кунта тутарсенчен тӗслӗх илсен те япӑх пулас ҫук.

Александр Вишневский, «Хыпар», 2006, утӑ, 27


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-08-19 23:16:41 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7119 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем